Ӑшӑ вырӑн шыраса, ҫӗтӗлтертӗм кӗрӗке,
Ырӑ пурнӑҫ шыраса, килсе лекрӗм Тӗрӗке.
Эх, юлташӑм, юлташӑм, атя кунтан тарар,
Тӑванах та ҫӗршыва, атя-ха таврӑнар.
Эпир каяс ҫул ҫинче чӗрӗ тамӑк пур,
Чӗрӗ тамӑк леш енче Хура тинӗс пур
Хура тинӗс леш енче — ешӗл ҫеҫенхирсем,
Ҫеҫенхирсем варринче тӑван ялӑм пур,
Тӑван ялӑм варринче — тӑван килем пур,
Тӑван килте савнӑ аннем пурӑнать,
Хӑй ачине тӑван киле йыхӑрать.
Чӗкеҫ кайӑк пулса унта вӗҫӗттӗм,
Тӑван анне патне часрах ҫитӗттӗм.
Ах, аннеҫӗм, анне, тертӗм ытла пысӑк,
Ютри кӗтес — амаҫури, тӗнче ытла пӑсӑк...
Туймӑрсан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр